Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Çула та тимлĕх кирлĕ

Анлă та такăр çулпа çуран утма та, тимĕр утпа кайма та питĕ аван. Чăваш Енре асфальтлă çулсен тăршшĕ пиллĕк пин ытла çухрăмпа танлашать. Вĕсенчен 1 500 çухрăмĕ муниципалитетсене çыхăнтарать, ыттисем районсемпе хуласен шайĕнче. Çул пурри, паллах, паха, анчах та тунипе кăна мар, вĕсене тимлесех те тăмалла-çке. Çак ыйтăва Юхма тăрăхĕнче иртнĕ семинарта сӳтсе яврĕç. 15-20 çул каялла çул хĕррисене вырăнти ял хуçалăхĕсем тирпейлетчĕç. Курăка çулатчĕç, типĕтетчĕç, управăша кĕртетчĕç. Колхозсемпе совхозсем арканнă хыççăн ку ĕç юхăнса кайрĕ тесен те йăнăш мар. Çулсем хĕррипе ӳсекен йывăç, курăк асфальта пысăк сиен кӳрет. Тимĕр утсем çула çиелтен аркатаççĕ пулсан, тымарсем çĕр айĕпе кăшлаççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра куншăн яваплă темиçе предприяти ĕçлет. Вĕсенчен пĕри – «Воддорстрой». Вăл тăхăр районти çулсене пăхса тăрать. ЛЕОНИД ЕВДОКИМОВ: «Çул хăрушсăрлăх енĕпе çыхăннă ĕçсене туса пыма тăрăшатпăр. Çул йĕрĕ йĕркеллĕ пултăр, шăтăксемсĕр пулччĕр. Çул паллисем йĕркеллĕ пулччĕр. Çулла курăк çуласси енĕпе ĕçлетпĕр». Хĕлле, паллах, çулсене юртан тасатасси тĕп вырăнта. Ку ĕçе предприяти тĕплĕн хатĕрленнĕ – техника юсавлă, тăварпа хăйăр хутăшĕ пур. Çул хĕрринчи йывăç-тĕмсене хĕле хирĕç кăклаççĕ. Вĕсем руль умĕнче ларакана чăрмантараççĕ, курăмлăха чакараççĕ. СЕРГЕЙ СТЕПАНОВ: «Пирĕн районта халь икĕ пĕрлешӳ ĕçлет. Техники пĕтĕмпех хатĕр. Çул айккине тасатсах тăратпăр, йывăçсене касатпăр. Вĕç хитре, йĕркеллĕ, илемлĕ пултăр тесе ĕçлетпĕр». Пухăннисем семинар витĕмлĕ пулнине палăртаççĕ. Ку пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма май парать. «Такăр çулпа чылай вăхăт усă курас тесен ăна тасатмалла, пăхса тăмалла, тавралăхне те хăтлăх кĕртмелле», – теççĕ пĕр шухăшлă пулса семинара хутшăнакансем.

Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин



НТРК "Чувашия"
20 октября 2021
08:29
Поделиться